Парамонов Тимофей Парамонович — вӗрентекен, чӑваш халӑх юрӑсене пухакан тата вӗсене анлӑ сарассишӗн тӑрӑшса ӗҫлекен. 1895 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Лачкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫав ялтах вилнӗ.
1934 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятне тивӗҫ пулнӑ.
1909-1915 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. 1924 ҫулта Чӑваш педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. 1915-1921 ҫулсенче Пӗрремӗш Тӗнче Вӑрҫине тата Халӑх вӑрҫине хутшӑннӑ. 1922 ҫултанпа Канашра ӗҫленӗ. Канашра вӑл педагогика техникумӗнче скрипкӑпа выляма вӗрентнӗ, ҫавӑн пекех шкулсенче юрлама, вырӑс чӗлхине тата литературине вӗрентнӗ. 1929 ҫулта чӑваш чӗлхин грамматика кӗнекине ҫырса пичӗтлесе кӑларнӑ.
Тимофей Парамонов 500 ытла халӑх юрри пухса ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех хорсен ертӳҫи пулнӑ.
1938 ҫулта айӑпсӑр репрессиленӗ, 1957 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.